Саламлатпăр!

Саламлатпăр!

Творчествăллă ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсене тупса палăртас, чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарас, чĕлхене упраса хăвармалли тата аталантармалли условисем тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле чăваш чĕлхи учителĕсемпе ача сачĕсен воспитателĕсен конкурсне кашни çулах ирттерет.

Кӑҫалхи конкурс Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр В.А. Берендеев ячĕллĕ вăтам шкулĕнче иртрӗ. Конкурса 7 финалист вăй виçме пухăнчĕҫ. Конкурса пуçланас умĕн учительсемпе воспитательсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев финала тухнă ятпа саламларĕ, конкурсра тата малашнехи ĕçре ăнăçу тума вăй-хал сунчĕ. 7 финалист хушшинче Шупашкар районĕн Кÿкеç лицейĕн пуçламăш классен вĕрентекенӗ Николаева Эльвира Витальевнă та пур. Çак конкурсра пирӗн ӗҫтеш «Çĕнĕлле ĕçлекен учитель» ята тивĕçлĕ пулчӗ. Çĕнтерÿçе пурте саламлатпӑр, ĕçре тата кулленхи пурнăçра çитĕнÿсем тума сунатпӑр.