Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2025

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2025

Паян, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 33 шкул ачипе 18 вӗрентекен ҫулсерен иртекен Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2025 ҫырчӗҫ.     Акцие Раҫҫей Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне, Чӑваш енри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.    В.Алентей ҫырни тӑрӑх хатӗрленӗ "Ҫӗнтерӳ салтакӗ" текст пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Пирӗн шкулти вӗрентекенсем чӑннипех те маттур пулнине кӑтартрӗҫ, вунпӗрӗшӗ текста пӗр йӑнӑшсӑр ҫырса пиллӗк паллӑ илме тивӗҫрӗҫ. Малашне те хаваспах ҫак акцие хутшӑнма пулчӗҫ.